Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Геннадий Айхи

ҪУР
21

Йӑмӑк ҫеҫ мар
 Геннадий Дегтярёв | 21.08.2024 13:45 |

Культура

Паян, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Ҫак сумлӑ юбилея «Культура» телеканал хӑйне майлӑ палӑртать – прайм-таймра, 19 сехет те 45 минутра «Сестра» документлӑ фильм эфира тухать. Кӑларӑм 45 минутлӑха пырать. Ӑна Айхи йӑмӑкне, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине тата куҫаруҫине Ева Лисинӑна халалланӑ. Илемлӗ сӑмах ӑстисен – пиччӗшӗпе йӑмӑкӗн – пултарулӑхне кӑмӑллакансене чӑн-чӑн парне кӗтет теме пулать. Каҫхине пӑхма май килмесен кулянма кирлӗ мар: ҫӗрле, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 15 минутра ӑна тепӗр хут кӑтартаҫҫӗ. Ыйхӑ вӗҫнисем те вӑхӑта ҫавна май усӑллӑ ирттерӗҫ.

Аса илтеретпӗр: унччен маларах Ева Лисина ҫинчен «Культура» телеканалпа тепӗр кӑларӑм пулнӑччӗ – «Письма из провинции» ярӑмпа «Ева» фильм кӑтартнӑччӗ. Ку хутӗнче те кӑларӑма Алексей Айхи композитор кӗввипе илемлетнӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ. Чӑваш студине 1979-мӗш ҫулта Е.Н. Лисина килни, вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те пысӑк телей пулнӑ. Ева Лисина артист ӑсталӑхӗн тата сцена ҫинчи калаҫу урокӗсенче пирӗнпе тӑтӑшах пӗрле пулма пултарни, пирӗн чӑвашла калаҫӑва тимлени, сцена калаҫӑвӗпе тата актер ӑсталӑхӗпе чылай куҫарусене хӑй аллине илни — ачасен вӗренӳ йывӑрлӑхӗсене самаях ҫӑмӑллатнӑ. Чи пахи вара, Ева Николаевна Чӑваш студине Г.Н. Айхипе ҫыхӑнтарнӑ. Геннадий Николаевич Айхи кам пулнине Чӑваш студинче вӗренекенсем вӑл вӑхӑтра илтмен те, пӗлмен те темелле.

Малалла...

 

Культура
Айхи Юмарта парнеленӗ чӳлмек
Айхи Юмарта парнеленӗ чӳлмек

ЧР Наци вулавӑшӗн Г.Айхи залӗ тӗлӗнмелле хаклӑ парнене тивӗҫнӗ. Геннадий Юмарт Айхин ҫуралнӑ кунӗнче вулавӑша тӑм чӳлмек парнеленӗ. Ӑна, Дагестанран илсе килнӗскере, хӑй вӑхӑтӗнче Айхи Юмарта панӑ. Чӳлмек ҫине поэт хӑйӗн аллипе экспромт сӑвӑ, эпиграфика ҫырнӑ.

Ку парне 45 ҫул каяллахи. Халӗ вӑл вулавӑшра вырӑн тупнӑ. Чӳлмек ҫине ҫапла ҫырнӑ:

Эп – пурнӑҫ япали. Эп – вилӗмӗн тупри.

Ман хӗрлӗ тӑмӑмра – аслаҫӑрсен тӑпри!

Чӑвашӑн ҫӗрӗнче юласчӗ, аркансан,

Сас-чӳсӗр салам пек! Эп – хамӑр Пӑлхартан.

Пӑлхар ялӗ, Тутартстан

1972, авӑн.

Чӳлмек 16,5 сантиметр тӑршшӗ. Ӑна йӑла-йӗркепе килӗшӳллӗн илемлетнӗ. Пӗррехинче вӑл ӳксен кӑштах катӑлнӑ. Анчах пайне тупса ҫыпӑҫтарнӑ. Чӳлмеке вулавӑша Геннадий Юмартӑн хӗрӗ Ирина Трофимова илсе килнӗ.

Вулавӑш тата Геннадий Юмарт Айхин ниҫта та пичетленмен хайлавӗсене уйрӑммӑн кӑларасшӑн. Ҫавӑнпа чӳлмек евӗр парнесем пур тӑк вӗсене вулавӑшра хаваспах йышӑнаҫҫӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Чӑваш Республикинчи Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ятне-сумне тӗнчене кӑларнӑ Геннадий Айхин ӗнер черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ. Вулавӑшсем ку куна палӑртмасӑр хӑвармарӗҫех пулӗ. Анчах сӑмахӑм ятлӑ-сумлӑ ҫынсене асра камсем тытни, камсем манӑҫа кӑларни пирки мар. Ҫӗтӗк кӗнеке ҫинчен. Ҫӗтӗк кӗнеке малашлӑха ҫул уҫнипе уҫманни пирки.

«Геннадий Айхи ҫуралнӑ кун паян», — тесе ҫырнӑ ӗнер Фейсбукри хӑйӗн странцинче Марина Карягина тележурналист, драматург, сӑвӑҫ. «Ун сӑввисене кӗлӗ пек вулатӑп», — пысӑка хурса хаклать ентешне М. Карягина.

Ҫапла, тепӗр ҫыннӑн ӗҫӗсене кӗлӗ пек вулатӑн. Антӑхса каясла шӗкӗлченӗ май кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине тупатӑн. Ҫӗннине пулмасан та: «Ҫакӑн пек ҫавӑрттарса калайнӑ», — тесе тӗлӗнетӗн, чуна витернӗ вырӑнсене кӑранташпа паллӑ тӑватӑн е блокнота ҫырса хуратӑн.

Хам пирки каласан, хӑй вӑхӑтӗнче эпӗ Геннадий Волков этнопедагогӑн кӗнекисенчен пӗрне ҫавӑн пек чыхӑнса та антӑхса вуланӑччӗ. Ун чух, йӑнӑшмастӑп пулсан, вунпӗрмӗш класра вӗренеттӗм. (Ҫак самантра тем пекех шырарӑм пулин те, алла лекмерӗ ҫав кӗнеке.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 24

1910
115
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
104
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
35
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть